Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Июлӗн 2023, 10:27

Эсӗ информаци фронтӗнче кӗрешме хатӗр-и?

Пушкӑртстанри ҫамрӑк хастар ҫынсем "Çамрӑк боец курсӗ. Информаци фрончӗ" историпе ҫутта кӑларакан форумне хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Форум октябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Волгоград облаҫӗнче иртет те "Интернет" сетьри ҫутта кӑлармалли информаци контентне туса хуракан 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑксене пӗрлештерет. Форума хутшӑнакансене вӗренӳ лекцийӗсем, практикумсем, спикер-паллӑ историксенчен, общество деятелӗсенчен, блогерсенчен, журналистсенчен, Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗх тесе йышӑннӑ информаци аналитикӗсенчен ӑсталӑх класӗсем кӗтеҫҫӗ. Экспертсем информаципе ӗҫ методикине хутшӑнакансене хӑйсен контентне йӗркелеме, социаллӑ сетьсенче информаци сӑлтавӗсене эксклюзивлӑ ҫутатма, фейксемпе кӗрешмелли меслетсене, журналистикăн професси уйрӑмлӑхӗсене вӗрентӗҫ.

Форума хутшӑнас тесен заявка хӑвармалла:«Молодежь России» АИС сайчӗн уйрӑм кабинетне кӗмелле. https://myrosmol.ru/ "Пĕтем Раҫҫейри историпе ҫутӗҫ форумне "Çамрӑк боец курсĕ. Информаци фрончӗ." - "Тӗплӗнрех" пусмалла та заявкӑна тултармалла. Форума хутшӑнакансене ҫул çине, пурăнма тата апат-ҫимӗҫ илме кайнă расхутсене тӳлеҫҫӗ. Мероприяти "Вӗренӳ" наци проекчӗн шайӗнче Раҫҫей Ҫутӗҫ министерстви пулӑшнипе иртет.

https://svetput.ru/news/common_material/2023-07-26/ty-gotov-k-borbe-na-informatsionnom-fronte-3357924

Эсӗ информаци фронтӗнче кӗрешме хатӗр-и?
Эсӗ информаци фронтӗнче кӗрешме хатӗр-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: