Пулӑма ҫамрӑк ҫынсен тата ҫамрӑксен политикин сферинчи лидерсен ҫитӗнӗвӗсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулӑшу пама ирттереҫҫӗ.
Росмолодежь "Ҫамрӑксен вӑхӑчӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен ҫитӗнӗвӗсен премине ирттерет, унта ултӑ номинаци кӗрет. Августӑн 15-мӗшӗччен хутшӑнма заявка пама юрать. "Раҫҫейри çамрӑксен столици" ятарлӑ номинацие заявкӑсене августӑн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. "Раҫҫейӗн Ҫамрӑксен тӗп хули-2024" статус Ҫамрӑксен ӗҫӗпе федераци агентствин мероприятийӗсене ирттерме тӗп тивӗҫ парать.