Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Октябрӗн 2023, 12:57

Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул призерĕсене тата Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ командӑсене хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр!

Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ

Пишпÿлек районӗн шкул ачисем Уфара пӗрремӗш пулӑшу паракансен регион чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусем кӑтартнă.
Ӗнер Уфа хулинче Пушкӑртстанри кашни кӗтесрен вӗренӳ организацийӗсем хутшăннă пӗрремӗш пулӑшу памалли регион чемпионачӗ иртнӗ. Пишпÿлек районне пилĕк команда тивӗҫлипе тӑратнӑ: Пишпÿлекри 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вăтам (2 команда) шкулсем, Аитри Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкул.
Ачасен пӗлӗвне тӗрӗслесси виҫӗ тапхӑрпа иртнĕ: тестировани, "урамри лару-тӑру", "спорт площадкинчи лару-тӑру". Кунта ҫамрӑк ҫӑлавҫӑсем хӑйсен теори пӗлӗвне ҫеҫ мар, инкек курнӑ ҫынсене пӗрремӗш пулӑшу памалли практика хӑнӑхăвĕсене те кӑтартса панӑ.

Тӗрӗслев вăхăтĕнче йĕркелÿçĕсем интереслӗ интерактив тата мастер-классем ирттернĕ.
Чемпионат результачӗсем:
3-мĕш вырӑн - Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул;
2-мĕш вырӑн - Уфа районӗнчи Алексеевка ялĕнчи шкул;
1-мĕш вырӑн - Белорецкри медицина колледжӗ.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул призерĕсене тата Пишпÿлек район чысне хÿтĕленĕ командӑсене хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр!
Ҫавӑн пекех Пишпÿлек район администрацийӗпе Пишпÿлек районӗнчи вӗренӳ пайне пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет.
#ПерваяПомощь
#НавигаторыДетстваРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервых
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Пĕрремĕшсем пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: