"Раҫҫей ачисем-2023" патшалӑхӑн комплекслӑ операцийӗн 2-мĕш тапхӑрӗнче Калинин ял совечĕн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчĕ А.Д. Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта "Наркотик тата пӑхӑнса тӑрасси" ушкӑн занятийĕ ирттернӗ. Ҫак проблемӑн çивĕчлĕхĕ пӗтӗм тӗнчипе наркотиксене пӑхӑнни эрех-сӑра ӗҫнинчен ытларах тата хӑвӑртрах пулса пынипе ҫыхӑннӑ. Ҫитменнине, Раҫҫейре пӑхӑнса тӑракан хӑш-пӗр препаратсене йышӑнакан ҫамрӑксен шучӗ 16 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитиччен ӳсет.
Специалист çутă та уҫӑмлӑ формӑпа пурнӑҫра ӑнӑҫупа ӑнӑҫсăрлăх психологи аспекчӗсем ҫинчен, наркотиксем йышӑнни ҫак кӑтартусене тӳрремӗнех витӗм кӳни ҫинчен каласа панă. Кама шанма юрани ҫинчен, кама шанмалла марри ҫинчен. Организм наркӑмӑшсене йышӑнма виҫӗ тапхӑр витӗм кӳни ҫинчен калаçнă. Наркотик та, алкоголь те, табак туртни те наркӑмӑшсен шутне кӗрет.
#ДетиРоссии
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916