Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Ноябрӗн 2023, 16:22

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун

Ачасем пурте пӗр пек праваллӑ.

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун

Ачалӑх - этем пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр: ҫав вӑхӑтра ҫын сывлӑхӗпе аталанӑвӗн никӗсне хываҫҫӗ. Анчах ку вӑл ача хӑй таврашӗнчи ҫитӗннисенчен - ашшӗ-амӑшӗпе педагогсенчен - пӗтӗмпех пӑхӑнса тӑнӑ тапхӑр та-ха, вӗсем ачасен прависене хӳтӗлессишӗн тӑрӑшмалла.
Ҫынпа гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсем ача ҫуралнӑранпах ача аллинче, патшалӑх гаранти парать. Ачасем пурте пӗр пек праваллӑ.
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун.
Çав кун тăршшĕпе Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн Йăлпăлакри филиалĕнчи тӗрлӗ ҫулхи "Пчелки" ушкӑнӗнче ачасемпе пӗрле "Правдилине кайса çӳрени" заняти ирттернӗ, "Ача прави" иллюстрациллӗ папкӑна пӑхнă, "Манӑн ҫемье" альбом пӑхса тухнӑ, "Манӑн право пур", "Асамлӑ хутаҫ", "Паллашу шлепки", "Ачашшӑн кала" дидактика вăййисем вылянă, "Эпир хамӑрӑн правасене ӳкеретпӗр" альбом сăрланă. "Пӗчӗккисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен прависем ҫинчен калакан юмахсем" вуланӑ.
Ачасем хӑйсен прависемпе ҫеҫ мар, тивӗҫӗсемпе те паллашнă.
Ашшӗ-амӑшӗсем валли воспитатель "Ача прави" ятлӑ куҫса ҫӳрекен папка ҫырса хатӗрленӗ.
"Права ребёнка"
#ДеньПравРебенка
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610

 

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ, ачан прависене хӳтӗлемелли кун
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: