

#владимирпутин
"Послезавтра" ҫутӑ та ыттисем пек мар проект Донецкпа Луганск халӑх республикисен, Запорожьепе Херсон облаҫӗсен хулисемпе поселокĕсене аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывма, ҫынсене усӑ кӳме тӑрӑшакан талантлӑ ҫамрӑксене пӗрлештерет, - тенӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин.
Президент организаторсем хутшӑнакансем валли тӗрлӗ программăсем хатӗрленине палӑртнă.
"Эсир ҫавра сӗтелсемпе мастер-классене хутшӑнма, илӗртӳллӗ дискуссисенче пулма, тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе ӑмӑртма, паллах, тӗнчери "Россия" форум-курава ҫитсе, хамӑр пӗрле пысӑк, вӑйлӑ, илемлӗ ҫӗршыв пулнине куҫпа курса ӗненме пултартӑр", - тесе палӑртнӑ Президент.
Ҫавӑн пекех патшалăх пуҫлӑхӗ фестиваль чи ҫӳллӗ шайра иртнине, ӗҫе хутшӑнакансене вӑй-халпа авӑрланине, пултарулӑхӑн ҫӗнӗ горизончӗсене уҫнине, кашни ҫын сӗннӗ идейӑсемпе пуҫарусем вара чӑн-чӑн ӗҫсемпе пуҫарусене пурнӑҫланасса шаннӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ:http://www.kremlin.ru/events/president/news/72790/photos/73635
https://ria.ru/20231125/putin-1911828313.html