Хушăлкари вăтам шкулта "Орлята России" халалланӑ чаплӑ церемони ирттернӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри программăна виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсем кӗнӗ.
Мероприятире пулас ӑмӑрткайӑксене ырă ҫул сунса шкул директорӗ А.С. Газизова тата "Мужество" çарпа патриот клубĕн ертӳҫи Н.И. Петров сăмах каланă. Залра уявшăн айӑплисем, ашшӗ-амӑшӗсем, "Малтисен юхӑмӗн" активисчӗсем тата хӑнасем пухӑннă.
"Орлята России" — пирӗн ҫӗршывпа Раҫҫей халӑхӗ пекех ҫирӗп те арканми пĕрлешÿ! "Орлята России" Тӑван çӗршыв ялавӗпе пӗрле вӗренеҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ, ӗмӗтленеҫҫӗ, вӑл пире ҫӗнӗ пысӑк ҫитӗнӳсем тума пӗрлештерет, хавхалантарать!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028