Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн "Волонтеры добра" волонтерӗсем пӗччен пенсионерсене кил таврашӗнчи территорисене юртан тасатма пулӑшнӑ.
Ачасем кӗреҫесемпе хӗҫпӑшалланнă та хӗллехи ӗҫсене тӑрӑшса тума тытăннă.
Акци тӗллевӗ ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ ӗҫсем тума, обществӑра ватăсене сума сăвас туйӑмӗсене ҫирӗплетме, ватӑ ҫынсене хисеплеме вӗрентесси пулса тӑнӑ. Шкул ачисем ҫулталӑкӗпех районта пурӑнакан ҫак категорири çынсен килти ӗҫсенче адреслă пулӑшаççĕ.
Уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакан пӗччен ватӑ ҫынсемшӗн ҫакӑн пек пулӑшу калама ҫук хаклӑ.
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#навигатордобра
#НавигаторыДетстваРБ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587