Январӗн 3-мӗшӗнче Учалăра республика Пуҫлӑхӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусене халалланӑ тухса ҫӳремелли канашлӑва ирттернӗ тата ҫамрӑксен центрне официаллӑ уçнă çĕре хутшӑннӑ. Хальлӗхе – пӗтӗм хулапа район валли пӗртен-пӗр центр.
— Ачасем вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме – шухӑшсемпе пӗлӳсене улӑштарма, ташлама, музыкӑна ҫырса пыма, компьютер вӑййисене выляма пултаракансене пурте пур унта, - палӑртнă Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сечӗсенче.
Малалла Пуçлăх ҫапла ҫырнӑ: "Учалăри ҫамрӑксен çурчӗ эпир федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ илнӗ виҫӗ объектран пӗри пулса тӑчӗ - ҫамрӑксене пулӑшу тытӑмне аталантарасси ("Раҫҫей çамрӑкӗсем") "Вӗренӳ" нацпроектӑн "Вӗренӳ тытӑмне аталантарасси" проект тӑрӑх.
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче эпир Кумертаупа Краснокамск районӗнче тата ҫамрӑксен икӗ центрне уҫма палӑртнӑ. Вӗсене эпир республика укҫи-тенкипе юсатпӑр.
Пирӗн тӗллев - ҫамрӑксен ҫакӑн пек анлӑшӗсем пӗтӗм Пушкӑртстанра сарӑлччӑр. Активлӑ ачасене пуҫтарӑнмалли, хӑйӗн таланчӗсене хумалли вырӑн пултӑр.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-01-03/radiy-habirov-poradovalsya-chto-u-molodezhi-uchalinskogo-rayona-poyavilsya-svoy-dom-3590862