Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Кӑрлач , 13:39

Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ

Мероприяти вӗҫленнӗ май ҫамрӑк гвардеецсем вӗренекенсене Студентсен кунĕ ячӗпе саламланă.

Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ


Январӗн 24-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнче вӗренекен валли ҫамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ.
Вӗренекенсем заняти вӑхӑтӗнче Студентпа Татьяна кунӗсем мĕнле пулса кайнин историйĕпе паллашнă.
Татьяна кунӗ, ҫӗнӗ стильпе январӗн 25-мӗшне килет, 1755 ҫулта Елизавета Петровна императрица "Мускав университетне уçасси çинчен" указ ҫине алӑ пуснӑ та, Татьяна кунӗ студентсен официаллӑ кунӗ пулса тӑнӑ, ун чухне ӑна Мускав университетне никӗсленĕ кун тенӗ.
Вӗренекенсем экзаменсем, зачетсем парассипе, кӗнекесемпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑййăсемпе конкурссене хутшӑннă.
Мероприяти вӗҫленнӗ май ҫамрӑк гвардеецсем вӗренекенсене Студентсен кунĕ ячӗпе саламланă, лайӑх вӗренме тата лайăх паллӑсем кӑна илме суннă.

#МолодаяГвардия #МолодаяГвардияРБ
#МГЕР #МГЕР102
#БижбулякскийРайон #Бижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Çамрӑк гвардеецсем "Сессие пурте параҫҫӗ!" конкурспа вӑйӑ программи йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: