Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
19 Нарӑсӑн 2024, 05:35

Путин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланă

#владимирпутин

Путин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланăПутин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланă
Путин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланă

#владимирпутин

Владимир Путин "Труд крут" форума хутшӑнакансене телеграмма янӑ, Раҫҫей студенчӗсен отрячӗсем йӗркеленнӗренпе 65 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, ҫӗршыври чи пӗлтерӗшлӗ событисенче яланах тӗллевлӗ юхăм боецӗсем пулнине палӑртнӑ.

Тивӗҫлӗ телеграммӑна Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ. "Труд крут" форум февралӗн 16-17-мӗшӗсенче Мускавра пӗтӗм тӗнчери "Россия" курав-форумра иртнӗ.

"Сире "Труд крут" форумра саламлатӑп тата Раҫҫей студенчӗсен отрячӗсен юхăмĕ йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнипе саламлатӑп. Паян сирӗнпе пӗрле ҫак юбилее вуншар пин ҫын – тӗрлӗ профессисен, ҫулсен, хавхалану представителӗсем палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче студотряд боецӗсем ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне, обществӑн тӗп тӗллевӗсене татса парас ӗҫе хӑйсен пултарулӑхӗпе, куҫӑмлӑхӗпе пысӑк тӳпе хывнă. Раҫҫей студенчӗн хальхи ӑрӑвӗ умӗнхи чаплӑ традицисене тивӗҫлипе малалла тӑсни, ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ горизончӗсене хӑй валли уҫни пӗлтерӗшлӗ", — тенӗ пӗлтерӳре.

Ҫар пытарӑвӗсемпе мемориалӗсене хӑтлӑх кӗртес, ҫӗршыври ҫӗнӗ регионсен инфратытӑмне ҫӗнетес, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшас енӗпе студотрядсен тимлӗхне Путин уйрӑмах палӑртнă.

"Эсир — йывӑр ҫӗрте, ҫамрӑклӑхӑн хастарлӑхӗпе тӗллевӗ кирлӗ ҫӗрте, эсир хавхаланни, чун-чӗрӗр ҫӗкленни кирлӗ. Студотряда хутшăнакансен энергийӗпе талантне промышленноҫ предприятийӗсенче тата ял хуҫалӑхӗнче, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ, строительство тата транспорт комплексӗсенче, социаллӑ сферӑпа индустри учрежденийӗсенче, ытти пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама кирлӗ", — хушса хунă вӑл.

 

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://ria.ru/20240217/studotryady-1927933618.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланă
Путин студент отрячӗсем йӗркеленнин юбилей ячӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас