Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
4 Мартӑн , 11:42

Владимир Путин Çамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне уҫнӑ

#владимирпутин

Владимир Путин Çамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне уҫнӑ
Владимир Путин Çамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне уҫнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей патшалăх Пуçлăхĕ хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗнче пӗртанлӑхпа тӗрӗслӗхпе, ҫирӗп ҫемье йӑли-йӗркипе, пӗр-пӗрне пулӑшассипе, Тӑван çӗршывшӑн тӑрӑшассипе, унӑн шӑпишӗн яваплӑ пулассипе çӗр ҫинче пурӑнакансенчен чылайӑшĕ уйӑрса тăнине палӑртнă.

– Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене сыхламалла, хӳтӗлемелле, ӗмӗтсене пӗрле пурнӑҫа кӗртмелле, пӗр-пӗрне пулӑшмалла, миллиардсен пурнӑҫне лайӑхрах тӑвас тесен, ҫакна палӑртас тетӗп, миллиардшар ҫынсен, — тенӗ Владимир Путин фестивале хутшӑнакансене.

Путин ҫамрӑксен пулас ӑрусемшӗн пӗрле ӗҫлемеллине, чухӑнлӑхпа, терроризмпа, чир-чӗрпе тата наркотиксемпе кӗрешмеллине палӑртнă. Ҫамрӑксем ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗшӗн те, нумай енлӗ планетӑшӑн та, культура еткерӗшӗн те явап тытаҫҫӗ.

Ҫамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен "Сириус" федераци территорийӗнче иртӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: https://t.me/fest2024

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-03-02/prezident-rossii-vladimir-putin-otkryl-vsemirnyy-festival-molodyozhi-3666777

 

 

 

 

Владимир Путин Çамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне уҫнӑ
Владимир Путин Çамрӑксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: