Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
2 Майӑн , 10:50

Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Эрех-сӑрана - çук" профилактика калаҫăвĕ пулса иртнӗ.

Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ
Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Эрех-сӑрана - çук" профилактика калаҫăвĕ пулса иртнӗ.
Ертсе пыракан хутшăнакансене ачасемпе ҫамрӑксен алкоголизм проблемисем обществӑна пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панă. Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ, унпа усӑ курнинчен пуҫ мими чылай пӑсăлать, ӑс-тӑн чакать, ӳсӗм чакать, ыйхӑ, куҫсем пӑсӑлаҫҫӗ, сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, ҫавӑн пекех энергетикăллă ӗҫмеллисем ҫынсен организмне витӗм кӳнине сӳтсе явнă. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем эрех-сӑра сиенӗ çинчен буклетсем илнĕ.
Ертсе пыракан пурне те хӑйӗн сывлӑхне упрама, спортпа туслашма суннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

 

Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ
Эрех-сӑра ӳсекен организмшӑн сиенлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: