Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Майӑн , 11:56

Пионерсен ретне кĕнĕ

Майӑн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекри тӗп площадьре районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсене "Пионеры Башкортостана" Республикӑри общество пӗрлешӗвӗн ретне савӑнӑҫлӑ йышӑннă.

Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ

Майӑн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекри тӗп площадьре районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсене "Пионеры Башкортостана" Республикӑри общество пӗрлешӗвӗн ретне савӑнӑҫлӑ йышӑннă.
Ачасене район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов сӑмах тухса каланă. Вӑл ачасене ӑнӑҫу, ырлӑх суннă.
Иккӗмӗш ҫул ĕнтӗ эпир "Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ пионерĕ" статуса аслӑ юлташсене памалли йӑлана малалла тӑсатпӑр. Кăçал ăна "Главспецстрой" тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ Семен Александрович Исачкина панă.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура районти "Чи лайӑх пионер дружини" конкурса пĕтĕмлетнĕ.
1-мĕш вырӑна К. Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулăн В. Исаев ячĕллĕ пионерсен дружини йышӑннӑ. 2-мĕш вырӑна Сухоречкăри пионерсен дружини илнĕ.
Малти вырӑнсене йышӑннӑ пионер дружинисен ертӳҫисене организацишӗн тата конкурса хатӗрленнӗшӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысланă.
Пулас пионерсем пионер саккунӗсене пӑхӑнса пурӑнма, ырӑ йӑласене таса кӑмӑлпа чыслама тата Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулма тупа тунă.
Акӑ хӑнасем, аслӑ юлташсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, организацисемпе учрежденисен руководителӗсемпе специалисчӗсем пионерсене галстуксем ҫыхнă.
Ҫамрӑк пионерсене "Пионеры Башкортостана" Республикӑри ачасен общество пӗрлешӗвӗн ретне кӗнӗ ятпа саламлатпӑр.
#ПионерыБашкортостана
#Бижбуляк
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Пионерсен ретне кĕнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: