0 °С
Пӗлӗтлӗ
Кунта пурте канма тата ҫӗнтерме килнӗ. Спорт сывлӑшне тӗрӗслесе пӑхмалла. Спорт туризмӗ енӗпе ӑмӑртӑва муниципаллă районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен аслӑ тата кӗҫӗн ҫулсенчи 14 команда хутшӑнать. Паян чӑрмавсен тӑрӑхӗнче тĕрĕслевсем иртнĕ, хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче пултарулӑх кӑтартнă, комплекслӑ вӑй упражненийӗсенче спорт хӑнӑхӑвӗсемпе тӗлӗнтернĕ. Каҫхине туристсен юррисем янрĕç тата "Ҫемье туризмĕ" темӑпа ҫырнӑ плакатсене хаклĕç. Ҫанталӑк, заказ панӑ пекех, ӑшӑ, хӗвеллӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663