Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Июлӗн , 12:18

Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă

Кӑҫал мероприятисен программи тӗрлӗ тата тулăх пулнă.

Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă

Пишпÿлек Çамрӑксен кунне паллӑ тунă. Кӑҫал мероприятисен программи тӗрлӗ тата тулăх пулнă. Уявӑн спорт пайӗ «Парус» спорт комплексӗнче волейбол турнирӗпе пуҫланнă. Кубока илме пултарассишӗн районти волейболла выляма юратакансен командисем кӗрешнӗ. «Батыр» атлет-клубра армрестлинг енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Шкул ҫулне ҫитнӗ ачасем Культура керменӗ умӗнчи хӳшӗре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫынпа тӗл пулнă. Ҫавӑн пекех ҫак кун, 14 ҫула ҫитнӗ ачасене паспортсем уявлӑн парнеленĕ.

Кунӑн йӑпану пайне пурне те юратнӑ автоквест малалла тӑснă. Çичĕ команда ҫӗнтерӳҫӗ пулма тата йӑлана кӗнӗ призшĕн – Пишпÿлек лимоначӗшĕн, кӗрешнӗ.

Уяв программи Пишпÿлекри Культура керменĕн ВИА концерчĕпе тата ҫамрӑксен дискотекипе вӗҫленнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çамрӑксен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: