Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Пушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительства
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
5 Июлӗн 2024, 12:49

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксемпе волонтерсене пулӑшас енӗпе Канаш тунӑ

Канаша Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пырĕ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксемпе волонтерсене пулӑшас енӗпе Канаш тунӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксемпе волонтерсене пулӑшас енӗпе Канаш тунӑ

Пушкӑртстан Республикинче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас тата волонтерствӑна аталантарас енӗпе Пушкӑрт Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Координаци канашӗ йӗркеленӗ. Тивӗҫлӗ указ ПР право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленсе тухнӑ.
Документра ҫапла каланӑ: координаци канашӗ – Пушкӑртстанри патшалӑх органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине тата ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли стратегилле ыйтусене татса парас, ҫамрӑксемпе доброволецсен аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсене йӗркелес ӗҫе хутшӑнакан яланах ӗҫлекен канаш органӗ. Кунсӑр пуҫне ку сферӑри обществӑлла пӗрлешӳсемпе организацисене задачӑсене татса парас ӗҫе явӑҫтарасси тӗллев тӑрать.
Функцисене илес пулсан, Канаш ҫамрӑксен политикин сферинче мероприятисем ирттермелли тытӑмлӑхпа комплекслӑха тивӗҫтерет, асӑннӑ сферӑра аталанупа ҫыхӑннӑ ыйтусене экспертсемпе специалистсене явӑҫтарма, общественность хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен пӗлтерме пулӑшать. Ҫавӑн пекех Канаш доброволецсен организацисемпе волонтерсем кирлӗ условисене йӗркелеме пулӑшать.
Канаша Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пырĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-07-04/glava-bashkiri-podpisal-ukaz-o-sozdanii-soveta-po-podderzhke-molodyozhi-i-volontyorov-3835520

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксемпе волонтерсене пулӑшас енӗпе Канаш тунӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫамрӑксемпе волонтерсене пулӑшас енӗпе Канаш тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: