Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Июлӗн , 12:40

Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă

Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист мероприятие вӑйӑ форматӗнче ирттернӗ.

Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă

Аитри ял библиотекинче Железноводскри художествӑпа строительство техникумӗнче вӗренекенсен делегацийӗпе ял ҫамрӑкĕсен хушшинче паллашу каҫӗ иртнӗ.

Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист мероприятие вӑйӑ форматӗнче ирттернӗ, ачасем хӑйсен интереслӗ вӗренӗвӗ, ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа панӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ спорта, художество пултарулӑхне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тӗлпулу питӗ тутлӑ та интереслӗ пулнă. Пирӗн ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен пурнӑҫне транспортпа, газпа тата нефть сферипе ҫыхӑнтаракан студентсем пур. Хӑнасене малалла библиотекарь библиотека фончӗпе, унӑн пулӑшӑвӗсемпе, ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсемпе паллаштарнă. Вӗсем куравсемпе пӑллашнă, ял пурнӑҫӗпе интересленекен ыйтусем ҫине хуравсем илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Железноводскран килнĕ студентсем Аитра паллашу каçне хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: