Çирĕклĕ клубӗнче спорт программи иртнӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем савӑнӑҫлӑ та туслӑ атмосферӑна кӗрсе кайнă. Хутшӑнакансене тавҫӑрулӑх, тимлӗх, ҫаврӑнӑҫулӑх кирлӗ пулнă. Ачасем "Эпир санпа пӗр ҫемье", "Йӗм тӑхӑнса чупасси", "Каҫӑ", "Хапхаран чупса кӗр" конкурса, "Юрта" савӑнӑҫлӑ эстафетӑна тата ытти конкурса хутшӑннӑ. Тата "Савăнăçлă мечӗк" вӑйӑ программи иртнӗ. Ачасем мечӗксене хаваслансах тытнă, пӗр-пӗрне панă, вӗсемпе сикнĕ. Ачасем лайӑх кӑмӑл тата темӗн чухлӗ эмоцисем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.