Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
19 Августӑн , 11:58

Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ

Мероприятие район администраци пуҫлӑхӗн социаллă ыйтусемпе тата кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов хутшӑннă.

Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ

Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ – çакăн пек девизпа çамрăксен "Вектор" центрĕ йĕркеленӗ пирӗн ентешсемпе – Пушкӑртстан тулашĕнче вӗренекен студентсемпе тӗлпулу иртнӗ. Мероприятие район администраци пуҫлӑхӗн социаллă ыйтусемпе тата кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов хутшӑннă. Пишпÿлек районӗнче ӗҫлеме майсемпе лайӑх енсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренӳ пӗтсен кашни студента киле таврӑнма чӗнсе каланă. Ҫавӑн пекех Пекинри университетсенчен пĕринче вĕренекен студентка Карина Валишина тӗлпулура тухса каланă. Китайра хӑй мӗнле вӗренни ҫинчен, курни-илтни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренсе пӗтерсен Раççее таврӑнма шутлани ҫинчен пӗлтернӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Пишпÿлек районне ҫамрӑк тата вӗреннӗ ҫынсем кирлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: