Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
8 Октябрӗн 2024, 15:47

Пишпÿлекри медиаволонтер

Мана Давлетшина Элиза тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вӗренетӗп. Нумаях пулмасть "Çĕнтерÿ волонтерӗсен" кӗҫӗн амбассадорӗ пулса тӑтăм.

Пишпÿлекри медиаволонтер
Пишпÿлекри медиаволонтер
Мана Давлетшина Элиза тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вӗренетӗп. Нумаях пулмасть "Çĕнтерÿ волонтерӗсен" кӗҫӗн амбассадорӗ пулса тӑтăм.
Амбассадор — ҫак юхӑма яланхи йӗркепе малалла илсе пыракан, ҫынсене унта илӗртекен ҫын. Ку мӗнле пулса тухни ҫинчен эпӗ сире каласа парасшӑн!
Унччен те эпĕ волонтер пулнӑ, тӗрлӗ акцисене, уроксене, вӑйӑсене, событисемпе мероприятисене хутшӑннӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, эпӗ волонтерсен "Çĕнтерÿ волонтерӗсем" юхӑмӗ ҫинчен пӗлтӗм. Ман пуҫа пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: "Çак юхӑма хутшӑнас килет, район тулашне тухса ӳсес килет".
Унтан социаллӑ сетьре регионти командӑна пухни ҫинчен калакан информацие куртӑм. Ним шухӑшласа тӑмасӑрах заявка патăм. Хам ҫинчен кӗскен каласа кӑтартмалла тата доброволецсемпе вӗренӳ ӗҫӗсен сферинче хамăн ҫитӗнÿсене кӑтартмалла пулчĕ. Ун чухне эпӗ ку пӗрремӗш тапхӑр кӑна пулнине пӗлмен. Темиҫе кунран эпӗ тепӗр тапхӑра лекни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Эпӗ калама ҫук савӑнтӑм!
Иккӗмӗш тапхӑрта калаҫу пулчӗ, эпӗ питӗ пӑлхантӑм. Палӑртнӑ вӑхӑта Уфана ҫитрӗм. Манран эпӗ мӗн ӗҫлени ҫинчен, манӑн мӗнле ҫитӗнӳсем пулни ҫинчен, ҫак юхӑма мӗншӗн хутшӑнма шутлани ҫинчен, "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" мӗнле ҫул-йӗрсем туни ҫинчен, хам мӗнле ӗҫе хутшӑнма шутлани ҫинчен ыйтрӗҫ.
Пӗр эрне канӑҫсӑр кӗтсе пурӑнтӑм, эпӗ финала, виҫҫӗмӗш тапхӑра ҫитнине пӗлтĕм. Ку шай маншӑн чи кӑткӑс пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен кунта манӑн чӑн пӗлӳсене тӗрӗслерӗҫ. Заданисем чӑнах та йывӑр пулчӗҫ: "Движени" контактпа телеграмм-канал ушкӑнӗсем валли пӗр уйӑхлӑха пост тӑрӑх медиаплан туса хатӗрлемелле, ВКонтакте ушкӑнне тишкермелле тата Медиапобедӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсен портфолионе йӗркелемелле. Кашни задание пурнӑҫлама пӗр куна яхӑн кайрĕ. Юлашкинчен, манӑн пӗтӗмпех пулса тухрӗ!
Виҫӗ тапхӑр иртрӗ, эпӗ хама "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсен" амбассадорӗ тесе шутлама пултаратӑп! Малашне тата нумай ӗҫ пулмалла. Волонтер юхӑмӗн "Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" пайӗ пулнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Ӑна пула манӑн туссен шучĕ пысӑкланчӗ, хамӑн пултарулӑх идейисемпе проекчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан пӗлӳсем туянтӑм.
 
Элиза ДАВЛЕТШИНА ,
Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкул вӗренекенĕ.
Пишпÿлекри медиаволонтер
Пишпÿлекри медиаволонтер
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: