Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Ноябрӗн , 12:35

Çирĕп вӑй-халлă

Валерия Васильева чун хушнипе "Халӑх фрончӗн" ҫамрӑксен ҫуначӗн ирӗклӗ пулăшаканӗ пулса тӑнӑ.

Çирĕп вӑй-халлă
Çирĕп вӑй-халлă

Валерия Васильева чун хушнипе "Халӑх фрончӗн" ҫамрӑксен ҫуначӗн ирӗклӗ пулăшаканӗ пулса тӑнӑ.

Общественность пуҫарӑвӗпе ӗҫлекен ҫынсене — анчах усӑллӑ ӗҫсемпе ӗҫлекенсене волонтерсем теҫҫӗ. Вӗсен пӗрлешӗвӗн ĕçĕ ытти ҫынсен нушисем ҫине сÿрĕк мар пӑхни, ҫак тӗнчене вӗсем лайӑхрах тӑвас тени пулать. Вӗсем, чӗре хушнине итлесе, хӑйсене кирлӗ ҫынсене алӑ тӑсса параҫҫӗ. 19 ҫулти Валерия Васильевашăн добровольчество пурнӑҫĕн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ. Вӑл волонтер ӗҫӗпе ӑнӑҫлӑ ĕçлет, вӗренет.

— Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2023 ҫулта Уфари патшалӑх нефть техника университетне "промышленноҫ теплоэнергетики" специальноҫне вӗренме кӗтӗм. Добровольчество ӗҫĕ мана яланах кӑсӑклантаратчӗ, ҫавӑнпа волонтер организацине шырарӑм, — тет Валерия. — Пӗлтӗр декабрьте "Халӑх фрончӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн ҫамрӑксен ҫунатне кӗтĕм. Ҫак ҫула общество пурнӑҫне пысӑк тӳпе хывма тата пулӑшу кирлӗ ҫынсене пулӑшма суйласа илтĕм.

Сӑмах май, добровольчество ӗҫее Валериян пӗтӗм туслӑ ҫемйи хутшӑннӑ: ашшӗ-амӑшӗ, аппăшĕ, шăллĕ, кукамӑшӗ. Васильевсемшӗн волонтерлӑх ырӑ ҫемье йăли пулса тӑнă.

— Апрельте "Халӑх фрончӗн" ҫамрӑксен юхăмĕн пӗрлештернӗ отрядӗнче пире Оренбург облаҫӗнчи Орск хулине пысӑк шыв илсе кайнă зонӑна командировкӑна ячӗҫ. Пушкӑрт Республикинчен эпир 16 ҫын пултăмăр, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Пишпÿлек районӗнченччĕ, — тет волонтер. — Пирӗн ӗҫ гуманитари складĕнче — пӗр логистика центрĕнче — гуманитари, апат-ҫимӗҫ, гигиена пуххисем, пилĕк литрлӑ савăтсенче ӗҫмелли шыв, вырӑн çине сармалли тата ытти кирлӗ япаласене — йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Орскра эпир икӗ эрне пурӑнтӑмӑр. Анастасия Коваликпа пӗрле эпӗ хам та логистикӑна вӗренеттӗм, ҫавӑнпа та кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра пулӑшу кӳреттӗм.

Хӑйӗн тӗп принципӗпе — пулӑшу кирлӗ ҫӗрте пулмалла, Валерия "Халӑх фрончӗн" ҫамрӑксен ҫуначӗн волонтерӗсемпе пӗрле июньте каллех Орска таврӑннӑ. Ку хутӗнче доброволецсем çурхи шыв хыççăн юлнă пулăмсене пӗтерме пулӑшнӑ: ҫурт таврашӗнчи территорисене пуҫтарнӑ, юсама тивӗҫлӗ мар ҫуртсене сӳтнĕ, шкулсен, уйрӑм ҫуртсен территорийӗсене тасатнӑ, заявкӑсем тӑрӑх тухнӑ, вырӑнти ҫынсене шыв чакнӑ хыҫҫӑн юлнӑ хӑйӑрпа юшкӑна тасатма пулӑшнӑ тата ытти те.

Имшеркке, анчах вӑйлӑ хӗр "Ҫамрӑксен" волонтерӗсемпе пӗрле Ростов-на-Дону тата ҫӗнӗ регионсене тухса каять, унта вырӑнти ҫынсене тата ҫар служащийӗсене пулӑшать.

— Октябрӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен эпир Курск хулине гуманитари миссипе командировкӑра пултӑмӑр. Пирӗн команда 40 ҫынран тӑратчĕ — Пушкӑртстан Республики, Марий Эл тата Смоленск облаҫӗнчи волонтерсем пулнӑ, — малалла каласа парать Валерия. — Ӗҫ тӗрлӗрен пулчĕ: складра пушатнӑ, сортланӑ, апат-ҫимӗҫпе гигиена пуххисем пуҫтарнӑ, Курск облаҫӗнчи Суджанск тата Глушков районсенчен килнӗ беженецсем пурăнакан пансионатра ĕçленĕ, ҫар госпиталӗнче тата «Все для Победы» ҫар складӗнче ĕçленĕ. Пирӗн ачасенчен хӑшӗ-пӗрисем тӗрӗслевпе пропуск пунктӗнче ӗҫленĕ, склада тата халӑх фрончӗн штабне сыхланӑ.

Хӗр каланӑ тӑрӑх, Курскри гуманитари миссийӗ интереслӗ те, кӑткӑс та пулнӑ. Кашни ик-виҫӗ сехетре сирена улани, ракета хӑрушлӑхӗ палӑрни халиччен пулман.

Хампа калаҫакан хӗртен добровольчество ӗҫ-хӗлне тата вӗренĕве мӗнле майпа ăнăслă пӗрлештерме тата ĕлкĕрсе пыма пултарнипе кӑсӑкланатӑп.

— Чӑннипе каласан, ҫӑмӑлах мар, анчах хӑнӑхса ҫитнӗ, — ăшшăн кулать Валерия. — Эпӗ вӗренӳре ҫук чухне икӗ эрне тăршшĕнче парӑм нумай пухӑнать. Тавах деканата, мана ăнланнăшăн, ҫавӑн пек ҫӳреме ирӗк панӑшӑн. Командировкӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн пӗтӗм парӑмсене хӑвӑртрах хупма тӑрӑшатӑп, сессие вӗсем ан юлччӑр.

Малашнехи плансем ҫинчен калаҫнӑ май активлӑ общественница "Ҫамрӑксен" волонтерӗсем пирӗн регионтан ҫар служащийӗсене гуманитари пулӑшăвне малалла тӑснине, гуманитари миссийӗпе пӗрле Ростов-на-Дону тата ҫӗнӗ регионсене кайма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех "Культура хӑрушсӑрлӑхĕ» проект шайӗнче "Стоп, юн" инструктаж ирттерме, республикӑри граждан халӑхне пӗрремӗш пулӑшу тата тактика медицинин никӗсӗсене пулӑшма вӗрентме палӑртнӑ.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Валерия Васильеван архивĕнчен.

Çирĕп вӑй-халлă
Çирĕп вӑй-халлă
Çирĕп вӑй-халлă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: