Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Апрелӗн , 12:30

Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫейре Космонавтика кунне этем космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ ятпа палӑртаҫҫӗ.

Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи
Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫейре Космонавтика кунне этем космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ ятпа палӑртаҫҫӗ.
Космонавтика кунӗ - чаплӑ уяв, вӑл этемлӗхӗн космоса алла илес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунине пӗлтерет. Ҫак пулăва чысласа "Космоса каймалли çул" акци шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 4 в класра вӗренекенĕсем хутран тӗлӗнмелле пĕлÿллĕ плакат тунӑ.
Ҫак пултарулӑх ӗҫӗ ачасене тӗнче вӑрттӑнлӑхӗсене тарӑнрах ăнланма, планетӑсемпе вӗсен уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшнӑ. Пӗчӗк тӗпчевҫӗсен фантазийӗпе креативлӑхне кӑтартса, плакат хӑйне евӗрлӗ пулса тӑнă.
Ҫавӑн пекех ачасем космос тематикипе кроссворда ҫӑмӑллӑнах татса панă.
Ҫакӑн пек занятисем ӑс-хакӑла, пӗчӗк моторикӑна аталантарма тата наукӑпа интересленме пулӑшаҫҫӗ. Эпир ҫак куна пултарулӑх атмосферинче тата пӗлӳ атмосферинче ирттерме пултарнӑшӑн савӑнатпӑр!
Хастарлӑхшӑн, тӑрӑшнӑшӑн пурне те тавтапуҫ!

#ПутьВКосмос
#ПервичкаПервых
#ДвижениеПервых
#КалендарьПервых
#ДействияПервых
#НавигаторыДетства
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587

 

 

Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи
Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи
Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи
Пӗрремӗшсен календарĕ: Наукӑпа технологи
Автор: Марина Иванова
Читайте нас