«Пионер, Совет Союзӗн Коммунистсен партийӗн ӗҫӗшӗн кӗрешме хатĕр пул!» – ҫак сӑмахсене тахҫан кашни совет шкул ачи пӗлнӗ. Майӑн 19-мӗшӗнче ССР союзӗнче пионерсен юхӑмӗн уявне-Пионери кунне официаллӑ йӗркепе паллӑ тунӑ.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 5в класра вӗренекенсем шкул музейĕнче пулнă. Музей ертӳҫи И.Ф. Шарифуллина ачасене шкулăн пионерсен юхӑмӗ ҫинчен каласа панă. Ачасем пӗрлехи интерессемпе ӗҫсем тавра пӗрлешни ҫинчен ӑнлантарнă: аслисене пулӑшасси, субботниксене хутшăнасси, кивĕ хут пуçтарасси, "Зарница" вӑййисене хутшӑнасси, пионерсен ӗҫӗсемпе йӑли-йӗркисене уйрӑмах тимлӗ пӑхнă.
Ачасем ҫав вӑхӑтри сӑнӳкерчӗксемпе паллашнă.
Музейре пионерсен атрибутикине пăхса тухнă: пионерсен горнӗсене, параппанĕсене, ялавĕсене, пионерсен значокӗсене.
Ильмира Фанилевна пионерсен юхӑмӗ кирлӗ япаласене: туслӑха хаклама, пӗр-пӗрне пулӑшма, Тӑван çӗршыва юратма, ӗҫе хисеплеме вӗрентнине палӑртнă. Ун шучӗпе, ҫак хаклӑ япаласем паян та çивĕч юлаççĕ.
#НавигаторыСПО
#Росдетцентр
#всегдаГотовНД
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.