Пишпÿлекри тĕп площадьре районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсене Республикӑри «Пушкӑртстан пионерĕсем» общество пӗрлешӗвӗн ретне савӑнӑҫлӑ лару-тăрура йышӑннă.
Уяв мероприятийӗнче Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов ачасене пионера кӗнӗ ятпа саламланă тата Пишпÿлек районӗнчи чи лайӑх пионерсене пурнӑҫ позицийӗшӗн тата Пишпӳлек районӗнчи «Пушкӑртстан пионерĕсем» РДОО ача-пӑча юхӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Хисеп грамотисем панă.
Савӑнӑҫлӑ самант ҫитсен 4а класра вӗренекен Артем Федотов тупа сӑмахӗсене вуланă тата пионерсем пионерсен саккунӗсене пӑхӑнма, ырӑ йӑласене таса кӑмӑлпа хисеплеме тата Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулма тупа тунă.
Ҫак самантран пуҫласа вӗренекенсем пирӗн республикӑри пионер ятне шанчăклă пулма, вӗренӳре, спортра, дисциплинӑллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ юлташсем пулма сăмах параҫҫӗ.
Чаплӑ лару-тӑрура хисеплӗ хӑнасем-районти организацисен руководителӗсем, аслӑ юлташĕсем, класс ертÿçисем ачасене галстуксем ҫыхнă.
Уяв ячӗпе!
#Бижбуляк2школы
#ДеньПионерии
#ПионерыБашкортостана
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.