Чишма районӗнчи Раҫҫей Геройӗн Максим Серафимовăн ячӗллĕ «Патриот» ҫарпа патриотла парк территорийӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пилӗк кунлӑх вӗренӳ пухӑвӗсене хутшӑнакансемпе тӗл пулнă. Хальхинче «Авангард» вӗренӳпе методика центрӗнче Благовар, Абзелил, Архангельски районӗсенчи тата Межгорьери 10-мӗш классем, ҫавӑн пекех республикӑри гимназисемпе лицейсенчи ҫамрӑксем пухӑннă.
«Эсир кунта вут-хĕм, тактика, строй, медицина, инженер, парашютпа десант хатӗрлес, ҫар уставӗсем, физкультурӑпа хатӗрлес енӗпе пӗлӳ илетӗр. «Патриот» парк Раҫҫей Геройӗн Максим Серафимовăн ячӗпе хисепленет. Вӑл чӑн-чӑн арҫын пулнӑ, хӑйӗн çарти юлташӗсене ятарлă ҫар операцийӗнче хӳтӗлесе вилнӗ. Кӑҫалхи августӑн 2-мӗшӗнче сывлӑшпа десант ҫарӗсен кунӗнче эпир унӑн палӑкне уҫма планлатпӑр», — палӑртнă Радий Хабиров.
«Патриотизм вӑл - Тӑван çӗршыва тата хӑвăн ҫемйÿне юратни, ку чунра тарӑн пулмалла», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ, курсантсенчен пӗрин ыйтӑвне хуравласа.
Патриотизма Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн ветеранӗсемпе ҫеҫ мар, халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан тантӑшӗсемпе те ҫамрӑк ӑрӑва паттӑрла тӗслӗхсем ҫинчен воспитани пама кирлине палӑртнă вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.