Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
20 Июнӗн , 11:07

Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ

Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн ача-пӑча площадкинче ачасем  «батик» стильпе пир-авӑр çине ӳкерес енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑннӑ.

Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
 
Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн «Çуллахи каникул хӗвелӗ айӗнче» ача-пӑча площадкинче ачасем  «батик» стильпе пир-авӑр çине ӳкерес енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑннӑ. Ачасем ӳкерчӗке вырнаҫтарнă та кӑранташпа футболка ҫине ӳкернĕ, унтан ӳкерчӗке ятарласа сӑрланă. Футболкӑсем хӑйне евӗрлӗ те яланхилле мар пулса тухнă.
Ҫавӑн пекех ачасем Пишпÿлекри историпе этнографи музейне кайса килнӗ, унта музей директорӗ Роза Иванова Пишпÿлеке тата Пишпÿлек районне никӗсленин историйӗ ҫинчен ачасене каласа панӑ. Ачасем  сӑнӳкерчӗксене, ӗлӗк усӑ курнӑ экспонатсене тата ытти нумай япаласене пӑхса тухнă. Тата Пишпÿлек районӗпе унӑн тӗп паллӑ вырӑнӗсем ҫинчен видеоролик пахнă.
#Бижбуляк
#РоссияСтранавозможностей
#ДетскаяПлошадка2025
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Ача-пӑча площадкинче ачасем куна интереслĕ ирттереççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас