Июнӗн 28-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнче Ҫамрӑксен кунӗ уяв иртнĕ.
Пишпÿлекри Культура керменӗнче çамрӑксен «Вектор» центрӗ ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗпе пӗрле ҫамрӑксен «Пӗрле - эпир вӑй» квест йӗркеленӗ. Квеста районти сакăр команда хутшӑннӑ.
📋Квест ултă станцинчен тӑнӑ. Кашни станци хӑйне евӗрлӗ пулнă. Вӑйӑ творчествӑлла, интеллектуаллӑ, патриотла тата пӗлӳллӗ пулнӑ. Командӑсем «Тай дай» пир ҫине ӳкермелли техникӑна вӗреннĕ, автомат ҫине хӳтӗлев накидки ҫыхма вӗреннĕ, ҫамрӑксен сӗтел ҫи вӑййисене вылянă тата ытти те.
✨Ҫак кун район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов Пушкӑртстан Республикин Çамрӑксен политикин министерствинчен ҫамрӑксен политикин сферин ӗҫченӗсене Хисеп грамотисемпе тата тав ҫырӑвӗсемпе чысланă.
✅Мероприяти вӗҫӗнче квеста хутшӑнакансене грамотӑсем тата асӑнмалӑх парнесем панă.
Виçĕ кун хушши «Кибер замес» компьютер клубӗнче Counter Strike-2 Кибер турнир иртнӗ. Вӑййа пурӗ вунă команда хутшӑннă. Вăйă çӗнтерÿçисем грамотӑсемпе хавхалантаракан парнесем илнĕ.
🤝Мероприятие йӗркелекенсене уявшӑн тав.
#ДеньМолодежи2025
#БашМолодежь
#Бижбуляк
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.