Пирӗн районти шкулсенчен вӗренсе тухакансем шкул тенкелĕпе сывпуллашнине чаплӑ паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫитӗннисен пурнӑҫне кӗреҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисем паян вӗренӳ аттестатне алла илеҫҫӗ. Районти шкулсенче иртекен кӑларӑм каҫӗсем ашшӗ-амӑшӗн савӑнӑҫӗпе, мӑнаҫлӑхӗпе тата шкул пурнӑҫӗн ҫутӑ аса илӗвӗсемпе тулнӑ.
ЕГЭ результачӗсем тӑрӑх 2025 ҫулта Пишпÿлек районӗнчен вӗренсе тухнӑ 18 ача лайӑх паллӑсемпе аттестатсем тата 1-мĕш степеньлӗ «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн» (ылтӑн) тата пилĕк ача «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн» 2-мĕш степеньлӗ (кӗмӗл) медальсем илнĕ.
Чи нумай медалист Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта - тăххăр, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта сакăр медалист. Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул виçĕ медалиста ҫитӗнтернӗ. Аитри, Хушăлкари тата Усак-Кичури вăтам шкулсенче пӗрер медалист.
Халӗ ҫамрӑксен умӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне, хӑйсен професси ҫулне суйлама ҫул уҫӑлать. Эпир кашнинех малта ӑнӑҫу тата ырлӑх кӗтнине ӗненетпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.