Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче кӑсӑк мероприяти - «Малалла, Ҫӗнтерӳ патне!» иртнĕ.
Икӗ команда тӗрлӗ дисциплинӑра пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ: ӑмӑртусенче хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, хӑвӑртлӑхне кӑтартнӑ, ывӑтас вӑй-хӑватне тӗрӗсленӗ, чи кӑткӑс пазлсене пухса тавҫӑруллӑ та тӳсӗмлӗ пулнӑ.
Уйрӑмах мӗн интереслӗ пулнă-ха?
- Чупусем: хутшӑнакансем чӑтӑмлӑхпа хӑвӑртлӑхӑн чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗшӗсене кӑтартнă.
- Ывăтасси: ăмӑртусем хӗрӳ пулнă, кашниех чи лайӑх кӑтарту кӑтартма тӑрӑшнă.
- Пазлсем пуҫтарасси: ҫак тапхӑр чи тимлӗ те тӑрӑшуллӑ хутшӑнакансене тупса палӑртнă.
Унта хутшӑнакансем пурте пылак парнесем тата нумай ырӑ туйӑм илнĕ. Атмосфера ӑшӑ та туслӑ пулнӑ, чи кирли — кашни команда хӑйне чи лайӑх енчен кӑтартма пултарни.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.