Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
5 Сентябрӗн , 10:33

Радий Хабиров Уфари пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене студента халалланӑ

Ҫамрӑксен анлӑ уявӗ Кӗрешӳ керменӗнче иртнӗ.

Радий Хабиров Уфари пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене студента халалланӑ
Радий Хабиров Уфари пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене студента халалланӑ
Ҫамрӑксен анлӑ уявӗ Кӗрешӳ керменӗнче иртнӗ.
Сентябрӗн 4-мӗшӗнче, Уфари Кӗрешӳ керменӗнче «Пӗрремӗш курсра вӗренекенсене халаллани» республика фестивалӗ иртнӗ. Ҫамрӑксен мероприятийӗ Кӗрешӳ керменӗн площадкинче регионти аслӑ шкулсемпе колледжсенче вӗренекен 5 пин студента пухнӑ. Ачасене вӗрентсе каланӑ сӑмахсемпе Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тухса калаҫнă.
 
— Ку кун сирӗншӗн уйрӑмах паллӑ пулмалла. Ҫак кунран пуҫласа эсир студент пулса тӑратӑр. Ку сирӗн пурнӑҫра питӗ интереслӗ те пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Вӗреннӗ вӑхӑтра эсир ҫӗнӗ туссем тупатӑр, ҫитӗнетӗр, нумайне пӗлетӗр. Пирӗн Тӑван Пушкӑртстана малалла аталантарас тесен сирӗн профессионал пулмалла, - тенӗ Радий Хабиров. - Эсир чаплӑ республикӑра, ҫӗршыври чи лайӑх аслӑ шкулсемпе колледжсенче вӗреннине туйни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн Уфа — питӗ тарават, парксем, спорт тата культура учрежденийӗсем нумай. Сире питӗ лайӑх вӗренме сунатӑп. Вӑл сирӗн асра пурнӑҫӑн чи ҫутӑ тапхӑрӗ пулса юлтӑр.
Регион ертӳҫи студент билечӗсене пӗрремӗш курсри чи лайӑх вӗренекенсене панӑ. 
Малалла фестивале хутшӑнакансем студентсен тупине каланă, Раҫҫей тата Пушкӑртстан гимнӗсене шӑрантарнă. Мероприятие ҫамрӑксен ушкӑнӗсемпе юрӑҫсен концерчӗ малалла тӑснă.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Азат Мухамедьянов / glavarb.ru.
 
 
 
 
Радий Хабиров Уфари пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене студента халалланӑ
Радий Хабиров Уфари пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене студента халалланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас