Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта 2024 ҫултанпа 5 «в» класра 18 ача кĕрекен ҫамрӑк натуралистсен клубне уҫнӑ — «Эпир-Пӗрремӗшсен Юнначĕсем». Истори класӑн микрозеленьпе, ӑна ҫитӗнтерессипе тата пӗрчӗсен шӑтса тухмалли лайӑх условисене тупса палӑртмалли экспериментсемпе кӑсӑкланнинчен пуҫланнă. Клуб уҫнӑ ҫӗре уйрӑм предприниматель Лилия Бикбулатова килнĕ, вăл ачасем валли микрозеленьсем лартассипе мастер-класс ирттерсе хӑйӗн бизнесӗ пирки каласа панă.
Юннат клубӗн тӗллевӗ ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшасси, ӑна сӑнавпа сӑнав урлӑ пӗлесси, миссисем вара-ҫутҫанталӑкшӑн, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ялта хӗл каҫакан кайӑксемшӗн тӑрӑшасси;
субботниксем; вӗҫен кайӑксене тӑрантармалли хатӗрсем тӑвасси; «Вĕçен кайăксемшĕн тӑрӑшасси», «Ырлӑх çыранӗ», «Эко-мода» экологи темисемпе акцисем ирттересси.
Юннатсем ҫутҫанталӑка упраса хӑварас ӗҫе хӑйсен вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпине хываҫҫӗ. Ырлӑх эрни шайӗнче кайӑксене хӗллехи тапхӑрта тупма пултарайман тыр-пулпа тӑрантарас, ҫавӑн пекех усӑ курнӑ пластикпа картонран кайăксене апат памаллисене ҫутҫанталӑка варалас хӑрушлӑха чакарас тӗллевпе эко-кайăксене апат памаллисем йӗркеленӗ.
Ачасен пархатарлӑ ӗҫӗсем те пур:
«Эпир — Пӗрремӗшсен Юнначĕсем» команда регионти «Юннатсем» слетра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
#КлубЮннатовПервых
#ЮннатыПервых
#ДвижениеПервых
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Пĕрремĕшсен юхăмĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/mypervie_bijbulyak