Декабрĕн 19-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекенсене Пӗтӗм Раҫҫейри «Орлята России» ача-пӑча общество организацине кĕртни иртнӗ.
«Орлята России» — пирӗн ҫӗршывӑн хастар гражданӗсене воспитани парас енӗпе пуҫламӑш шкул валли Пӗтӗм Раҫҫейри анлӑ проект. Ку пирӗн ҫӗршыв тата Раҫҫей халӑхӗ пек ҫирӗп те арканми пӗрлӗх!
Мероприятие воспитани енӗпе ӗҫлекен завуч Р.А. Сафонова, воспитани енӗпе ӗҫлекен директорӑн канашҫи Э.М. Сулейманова, вырӑнти «Пӗрремӗшсен Юхӑмӗ» уйрӑмӗн специалисчӗсем Е.И. Ефимова тата Н.Р. Сабахова хутшăннă.
Хӑнасем ачасем патне ырӑ сӑмахсемпе, ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем тата ҫӗнтерӳсем сунса тухса каланă. Вӗсем «Орлята России» ретне кӗнине халалласа «Орлята России» хисеплӗ юхӑмӗн шутне кӗртекен удостоверенисене панӑ, вĕсен девизӗ: «Вӗренетпӗр, ӳсетпӗр, пӗрле ӗмӗтленетпӗр!»
Ачасене саламлатпӑр! Ӑмӑрткайӑксем ҫак ята тивӗҫлипе илсе шкулпа пирӗн ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ пуласса шанатпӑр. Эпир вӗсене хӑйсен ӗмӗчӗсене, ырӑ ӗҫӗсене тата ҫитӗнӗвӗсене кӗтсе илме шанчӑклӑ ырӑ ҫула тухма сунатпӑр.
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#ДвижениеПервыхРБ
#ОрлятаРоссии
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587