Раҫҫей студенчӗсен кунӗ уявне халалласа Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкул директорӗн воспитани енӗпе канашҫи Э.М.Сулейманова «Пуласлӑх паян йӗркеленет: санӑн майусем Раҫҫейре» «Пӗлӳ» Раҫҫей обществипе пӗрле 6 «б» класра вӗренекенсем валли лекци ирттернӗ.
Лекцире шкул ачисем Раҫҫей университечӗсене вӗренме кӗмелли уйрӑмлӑхсем, пултаруллӑ студентсене пулӑшмалли программӑсем тата ӗҫ-хӗлӗн тӗрлӗ сферинче карьера ӳсӗмӗн майӗсем пирки нумай интереслине пӗлнĕ.
Раҫҫей студенчӗсен кунӗн историйӗ хӑйӗн тымарӗпе инҫе ҫула кайнӑ пулин те, йӑла-йӗркепе ритуалсене паянхи кун та упраса хӑварнӑ. Хальхи Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак кун студентсем массӑллӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, акци, флешмобсем, квестсем ирттереҫҫӗ, унта темиҫе ҫӗр пин студент хутшӑнать.
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#ДеньСтудентаНД
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210652587