«Первые Вектор» пуҫламӑш уйрӑмӗн команди ача-пӑча пултарулӑх центрӗн воспитанникӗсем валли «Зарница 2.0» патриотла вӑйӑ ирттернӗ.
Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасем «Зарница 2.0» ролĕсемпе паллашнӑ : медик, штурмовик, связист.
Медик пӗрремӗш пулӑшу пама вӗреннӗ: «аманнӑ» юлташӗсене ҫыхнӑ, «ҫапӑҫу хирӗнче шар курнисене» пӑхнӑ. Ҫамрӑк тухтӑр сисӗмлӗх, тимлӗх тата кирек хӑш самантра та пулӑшма хатӗррине палӑртнă.
Штурмовик чӑрмавсене хӑюллӑн парӑнтарнӑ: мечӗке ункӑна ывӑтнӑ. Ҫакӑнпа вӑл вӑйне, ҫаврӑнӑҫулӑхне тата чӑн-чӑн ҫапӑҫу тӳсӗмлӗхне кӑтартнă.
Связист сигналсене уҫӑмлатнӑ, командӑсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленине сӑнанӑ. Ҫамрӑк связист уҫӑмлӑ коммуникаци ҫӗнтерӳ никӗсӗ пулнине кӑтартса панă.
Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасем: командӑра ӗҫлеме вӗреннӗ, ҫаврӑнӑҫулӑхпа тавҫӑрулӑх аталантарнӑ, пӗтӗмӗшле кӑтартушӑн яваплӑха хӑнӑхтарнӑ, ҫарти тӗрлӗ професси пӗлтерӗшне пӗлнӗ.
Кашниех хӑйне пысӑк та туслӑ командӑн пӗр пайӗ пек туйма пултарнă.
Хутшӑнакансем пурте нумай ырӑ туйӑм илнĕ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӑнаҫланнă, пӗр-пӗрне пулӑшасси мӗн тери паха пулнине ӑнланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916