Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Мартӑн , 12:51

Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем

Пишпÿлекре ҫамрӑксен вӗренӳ форумӗ «Пишпÿлек. Пӗлтерӗшсен территорийӗ» ҫамрӑксен политикин, Пӗрремӗшсен юхӑмӗн сферин специалисчӗсене, вӗрентекенсене пухнӑ.

Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем

Пишпÿлекре ҫамрӑксен вӗренӳ форумӗ «Пишпÿлек. Пӗлтерӗшсен территорийӗ», вӑл 14—35 ҫулсенчи хастар та тӗллевлӗ хутшӑнакансене, ҫамрӑксен политикин, Пӗрремӗшсен юхӑмӗн сферин специалисчӗсене, вӗрентекенсене пухнӑ.

Кӑҫал проект пуҫарӑвӗсене аталантарасси тата грант пулӑшӑвӗ ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнă.

Форум шайӗнче «Росмолодежь.Грантсем» тата «Грантсем.Пӗрремӗшсене» эксперчĕсемпе Эльмира Фирсинапа Мадина Субхангулова тĕлпулу иртнĕ.

Экспертсем ҫамрӑксем валли уҫӑлакан майсем пирки тӗплӗ каласа панă: грант пулӑшӑвӗ илессинчен пуҫласа хӑйсен социаллӑ тата вӗренӳ проекчӗсене, ҫамрӑксен форумӗсемпе конкурсӗсене пурнӑҫа кӗртесси таранах.

Методика сӗнӗвӗсене тишкернӗ, ҫавӑн пекех грант конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ проект тӗслӗхне пӑхса тухнӑ.

Вӗреннĕ хыҫҫӑн форум командисем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗлеме тытӑннă.

Проектсене хаклакан эксперт комиссийӗн йышне çавӑн пекех Елена Арефьевапа Елена Ганиева та кӗнӗ, вӗсем темиҫе хутчен те грант конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ.

Экспертсем кашни пуҫарӑвӑн актуаллӑхне, тишкерӗвне тата вӑй-хӑватне хакланӑ. Чи лайӑх ӗҫсен авторӗсене дипломсемпе палӑртнӑ, форума хутшӑнакансем пурте вӗренӳ программине иртни ҫинчен сертификатсем илнӗ.

Форум вӗренӳ площадки кӑна мар, опытпа паллашмалли, хавхалантармалли тата ҫӗнӗ çынсемпе тĕл пулмалли вырӑн та пулса тӑнă. Халӗ ҫамрӑксен хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме, тӑван района тата пӗтӗм ҫӗршыва аталантарма тӳпе хывма мĕнпур хатӗр те пур!

 

#БижбулякТерриторияСмыслов
#РосмолодежьГранты
#ДвижениеПервых
#БашМолодежь

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

 

 

Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Ҫамрӑксен форумӗ «Пишпÿлек.Пӗлтерӗшсен территорийӗ»: ҫамрӑксен ҫӗнӗ горизончĕсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас