

Пионери кунӗ 102 ҫул тултарнине уявлас умӗн Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн воспитани енӗпе ӗҫлекен директорăн канашҫи Э.М. Сулейманова 6 «в» тата 7 «а» класс хастарӗсемпе 3 «а», 3 «б» классенче вĕренекенсем валли «Пионер - Пӗрремӗш - вӗрентекен» мероприяти ирттернӗ.
Хастарсем ачасене пионер пулма питӗ хисеплӗ те яваплӑ пулнине каласа кӑтартнӑ. Пионера тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, итлекен ачасене, «тӑваттӑпа» тата «пиллӗкпе» вӗреннӗ ҫынсене ҫеҫ йышӑннӑ. Вӗсем хӑюллӑ, хастар, тӗллевлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, яваплӑ ачасем пулнӑ.
3 «а» класс ертÿçи Т.С. Федотова тата 3 «б» класс ертÿçи А.Х. Джураева вӗренекенсене хӑйсене пионера епле чаплӑн йышӑннине, пионерсен юхӑмне мӗнле хастар хутшӑннине каласа панă. Ачасем уяв пуҫланса кайнин историйӗ, унӑн уйрӑмлӑхӗсемпе йӑли-йӗрки ҫинчен пӗлнĕ, пионери саккунӗсемпе паллашнă.
Директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашçи Э.М. Сулейманова ачасене хастар, яваплӑ тата ӗҫчен пулма суннă.
Вӗренекенсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: ача-пӑча организацийӗсем тӗрлӗ ҫулсенче, Тӑван ҫӗршыва парӑнни, истори астӑвӑмне упрани, ӗҫе хисеплени тата пӗлӗве туртӑнни пек ӑнлавсем тӗп хаклӑхсем пулнӑ, халĕ те юлаҫҫӗ.
#ВместеВБудущее
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#ДвижениеПервых
#ВсегдаГотовНД
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.