

Ҫамрӑклӑх — тӗлӗнмелле те илемлӗ вӑхӑт. Вӑл ҫуркунне пекех: чечеке лармалли, хӑюллӑ шанчӑксем, чӗререн тухакан туйӑмсем тата вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑй-хал вӑхӑчӗ. Ҫак энерги те тӗрӗс ҫул-йӗр тупмалла. Пурнӑҫра хастар пурнӑҫ позициллӗ çамрӑк, уҫӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ хӗр Екатерина Семенова пурнӑҫра хӑйшӗн мӗнле тӗрӗс ҫул суйласа илнӗ?
Катя ачаранпах яваплӑ ӳснӗ. Шкулта лайӑх вӗреннӗ. Ӳкерме юратнӑ, чылай пултарулӑх конкурсне хутшӑннӑ. Шкул хыҫҫӑн Уфари наукӑпа технологисен университетне «Пуҫламӑш тата шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвӗ» специальноҫа вӗренме кӗнӗ, ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Ӑна аталантарма юратнӑ учительсем, преподавательсем пулӑшнӑ. Анчах вӑл ҫемьере пур пуҫарура та тӗп воспитани тата пулӑшу илнӗ. Игорь Юрьевичпа Светлана Анатольевна хӑйсен ачисене ăнăçлă та воспитани парса ҫитӗнччӗр тесе пӗтӗм чун-чӗрине хываҫҫӗ. Йӑмӑкӗ Юлия аппӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ — УУНиТăн пиллӗкмӗш курсне пӗтерет, малашне математикӑпа информатика учителӗ пулать. Богдан шăллĕ улттӑмӗш класс пӗтернӗ, хӑйӗн аппăшĕсенчен юлмасть: «питĕ лайăх» паллăсемпе вӗренет.
Светлана Анатольевна — ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм: вӑл ҫыхать те, ҫӗлет те, килти хуҫалӑха та питӗ лайӑх тытса пырать. Хӑйӗн хӗрачисемшӗн вӑл пысӑк тӗслӗх. Туслӑ ҫемьен хӑйӗн ырӑ йӑлисем пур. Юратнӑ ӗҫсенчен пӗри — пулӑ тытасси.
— Пирӗн атте пулӑҫӑ, эпир те ун хыҫҫӑн туртӑнтӑмӑр. Уйрӑмах ку ӗҫе Богдан юратать. Тепӗр чухне ҫемйипех пулла ҫӳретпӗр. Пӗррехинче Тутарстана Кама юханшывӗ ҫинче пулӑ тытма кайрӑмӑр. Атте пулӑшнипе эпӗ пилӗк килограмлӑ ҫӑрттан туртса кӑлартӑм. Ку манӑн пурнӑҫри чи пысӑк пулӑ пулчӗ. Атте питӗ тутлӑ пулӑ котлечӗсем тӑвать, — хӑйӗн ҫемйин киленĕвĕсем ҫинчен каласа парать Катя.
Екатерина Игоревнан ӗҫпе пурнӑҫ ҫулӗ мӗнле йӗркеленет-ха? Педагогика практикине иртнӗ чухне ҫамрӑк специалист пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнине ӑнланнӑ. Ачасемпе пысӑк ӗмӗтпе ӗҫлет, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупать, тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Педагогикӑра хӑйӗн вырӑнне курать. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫейре пирӗн ҫӗршыври мӗнпур ачана пӗрлештерекен «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» общество организацийӗ ӗҫлеме тытӑнать. Районта «Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн специалисчӗ «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» специальноҫпа ҫӗнӗ ваканси ҫуралать. Ҫак организаци ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен, педагогсемпе вӗрентекенсен диалогӗ валли уйрӑм вырӑн туса хурать. Ку вӑл ҫынна, активлă тата яваплӑ ҫамрӑксен пӗрлӗхне воспитани парас тата йӗркелес хӑйне евӗрлӗ программа. Район ертӳлӗхӗнчен ку енӗпе ӗҫлеме сӗнӳ илсен Екатерина Игоревна килӗшет, калаҫу иртет.
— Юхӑм 2022 ҫулта ҫуралнӑ, ҫавӑнпа ку маншӑн ҫӗнӗ пулчӗ. Маншӑн «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» — ачасемшӗн хӑйсен шухӑшӗсене, ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем. Ҫак организацин мероприятийӗсем кашни хутшӑнаканӑн вӑй-хӑватне уҫса параҫҫӗ, хӑйсене тупма пулӑшаҫҫӗ. Кунта ҫул-йӗр нумай: патриотизм, спорт, культура, вӗренӳ. Пӗрремӗшсен ырӑ ӗҫӗсем — усӑллӑ ӗҫ, Раҫҫее тирпей-илем кӗртес тата аталантарас ӗҫе тӳпе хывни, — хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа парать ҫамрӑк специалист. — Юхӑм хастарӗсем хавхалану илеҫҫӗ, хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме май пур. Тӗслӗхрен, ачасен кӑмӑлне кура Мускава ҫул çÿрев йӗркеленӗ. 22 ҫынран тӑракан ушкӑн хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Ҫак илӗртӳллӗ ҫул ҫӳрев вӗсен асӗнче вăрах упранӗ. Укҫа-тенкӗ федераллӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех ҫулсерен Мускаври ВДНХра Пӗтӗм Раҫҫейри ачасем валли пӗтӗм тӗнчери ачалӑхпа ҫамрӑклӑх фестивалӗ иртет. Ытти ҫӗршывсенчен те ачасем килеҫҫӗ. Республикипе 15 — 20 ҫын пухать. Пирӗн районтан пӗлтӗр Полина Макарова хутшӑннӑ. Кӑҫал фестивале икӗ хастар хӗрача иртрӗ, анчах Элиза Давлетшина ҫеҫ кайрӗ. Ксения Родионова экзаменсене пула каяйман. Кӑҫал фестиваль ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен ВДНХ территорийӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна уявламалли тӗп пулӑм пулса тӑчӗ. Фестивалӗн тӗп пӗлтерӗш концепцийӗ «Пӗрлӗх вӑйӗ. Ачалӑх энергийӗ. Уçусен вӑхӑчӗ». Мероприятире наци тумӗпе утни пулнӑ. Элиза тутар костюмӗпе паллаштарнă. Эпӗ хамӑн ӗҫре ачасене хамӑн ӑшша хывма, вӗсен аталанӑвне пулӑшма пултарни килӗшет. Ачасен ҫутӑ туйӑмӗсем, ӑшӑ хутшӑнӑвӗсем — ҫакă пурте мана малалла
ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ, вӑй параҫҫӗ. Ҫамрӑксем интереслӗ, вӗсенче вӑй-хал нумай, таҫта вӑл чӑрсӑр, анчах тӗллевлӗ, уҫӑ, малта пыракан. Вӗсене итлемелле, кирлӗ канашсем, тӗрӗс ҫул-йӗр памалла. Эпӗ хам та кӑмӑлран вӑтанчӑк пулнӑран ҫамрӑксен хӑюлӑхӗнчен тӗлӗнетӗп. Хам та вӗренетӗп вӗсенчен. Хальхи ҫамрӑксем — ҫухалнӑ ӑру теҫҫӗ. Эпӗ кунпа килӗшместӗп. Хӑйсен тӗллевлӗхне, ӗмӗчӗсене, ӑсне пула пирӗн ҫӗршыв шанчӑклӑ алӑра тесе шутлатӑп. Правительство пирӗн ачасемпе ҫамрӑксем валли нумайне тӑвать. Патриотла, социаллӑ направлениллӗ пӗтӗмӗшле организацисем нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑру малалла ӳсме, аталанма лайӑх условисем туса параҫҫӗ.
Екатерина Игоревнан хӑйӗн ҫемйи пур. Вӑл пӗлтӗр юратнӑ çыннине Андрее качча тухнӑ. Вӑл Катьӑна унӑн ҫӑмӑл мар ӗҫӗнче пулӑшать, тӗрев шутланать. Ҫак ҫемье ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх пуласса эпӗ ҫирӗп шанатӑп. Тата, пурнӑҫра хӑйсем илнӗ хаклӑхсене хӑйсен ачисене — пулас ӑрӑва — парӗҫ. Ҫамрӑксен кунӗпе! Сывлӑхпа телей, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сире, ҫамрӑксем!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Зульфида Муллагалеева.
Блиц-интервью
— Сирӗн хобби пур-и?
— Эпӗ Пишпӳлек районӗн волейболпа хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командинче тӑратӑп, ҫавӑн пекех мана ӳкерме килӗшет. Пушă вăхăтра вулама юрататӑп. Анна Джейн ҫамрӑк ҫыравҫӑн хайлавӗсене кӑмӑллатӑп. Вӑл ҫамрӑксен пурнӑҫӗ, юрату, юратнă ĕç-хĕл ҫинчен хальхи стильпе ҫырать.
— Пурнӑҫри тӗпрен улшӑнусем ҫине мӗнле пӑхатӑр?
— Малтан ку маншӑн пӗр иккӗленмесӗр стресс, унтан эсӗ ҫӗнтеретӗн, пурте пулать текен ӑнлав килет.
— Аслӑ пӗлӳ илни пӗлтерӗшлӗ-и?
— Ман шутпа, паха. Ку — обществӑна хӑнӑхни, професси майӗсене анлӑлатни, харпӑр аталану.
— Искусственнӑй интеллект саншӑн мӗне пӗлтерет? Пурнӑҫӑн чӑн енӗсене улӑштарма пултарать-и вӑл?
— Искусствӑлла интеллект пӗр енчен пирӗн пулăшакан: идейӑсене туса пӗтерме пултарать. Анчах тепӗр енчен, вӑл пирӗн аталанӑва чарать. Хамӑр мӗн те пулин шухӑшласа кӑларас, фантази кӑтартас вырӑнне эпир ҫакна компьютера хушатпӑр. Таҫта минус, таҫта плюс. Вӑл вара чӑн пурнӑҫа ниепле те улӑштараймасть.
— Ҫемье, ашшӗ-амӑшӗ малашне вӗсен ачисем ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен мӗн пама пултарать?
— Кашни ашшӗ-амӑшӗ воспитани, ҫемье йӑли-йӗрки урлӑ тӗпре хурать: пулас ҫитӗннӗ ҫынна йӗркелекен кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем, йӑласем. Ашшӗ-амӑшӗ ачана хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшакан вӑй-хӑвата курма пултарать.
— Ҫамрӑксен сленгĕ çине мӗнле пӑхатӑн?
— Хам та ҫамрӑксен шутне кĕретĕп пулин те, хам сӑмахра эпӗ вӗсемпе усӑ курмастӑп. Мана сӑмахсене кӗскетни, ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе улӑштарни килӗшмест. Аслӑ классенче пирӗн вырӑс чӗлхи урокӗсене Вероника Владимировна Холмова — Турӑ вӗрентекен пулма хушнă çын — ертсе пычӗ! Унӑн урокӗсене пула эпӗ вырӑс чӗлхине тата хытӑрах юратса пӑрахрӑм, уншӑн ӑна тав тӑватӑп. ЕГЭ-ра пысăк балл пухрӑм — «5» палла патӑм. Пирӗн чӗлхе таса, чи илемли, кӑткӑс пулсан та. Атьӑр, ҫав илеме пӑсар мар!
— Ҫамрӑксене мӗн суннă пулатăн?
— Нимӗнрен те хӑрамалла мар, яланах уҫӑ пулмалла! Хӑвӑр тавра ҫывӑх, ырӑ кӑмӑллӑ, туслӑ ҫынсене пухмалла, вӗсем сире яланах пулӑшӗҫ.