+14 °С
Пӗлӗтлӗ


Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Солнышко» кану площадки малалла ӗҫленӗ май «Талантсен шӑнкӑравӗ» ҫутӑ музыкӑпа вӑйӑ программи иртнĕ.
Ачасем музыка тӗнчине илӗртӳллӗ ҫул ҫӳреве тухнӑ.
Кашни чарӑнура ачасем тӗрлӗ пултарулӑх, музыка тата логика заданийӗсене пурнӑҫланӑ.
Унта хутшӑнакансем тавҫӑрулӑх, пӗрлӗх тата музыка пултарулӑхне кӑтартнă.
Ачасем ташласа, юрласа чунран савӑннă, ырӑ туйӑмсен пысӑк зарядне илнĕ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детская_игровая_площадка
#Десятилетие_детства
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club203777291