Сыр тума 700 грамм тăпăрч, 1 литр сĕт, 1 чей кашăкĕ апат соди, 2 чей кашăкĕ тăвар, 2 çăмарта, 2 апат кашăкĕ услам çу кирлĕ.
Тăпăрча сĕте ярса лайăх пăтратмалла, пĕчĕк çулăм çине лартмалла.
Вĕриленнĕ майăн пăтратсах тăмалла.
Тăпăрч чăмăртанма пуçласан сĕт тĕссĕрленет.
Вĕри тăпăрча марля çине хурса шывне юхтармалла.
Малалла ĕçлеме тĕпĕ çунман сийлĕ çатма пулсан аван.
Унта услам çу ярса ирĕлтермелле те тăпăрча хумалла, тăвар, пăрăç, çăмарта, сода хушса йывăç калакпа пăтратмалла.
Вăйсăр çулăм çинче 15 минута яхăн пăтратса тăрса пĕçермелле.
Пĕр пек хутăш пулсан çулăма сÿнтермелле, апат-çимĕç валли хатĕрленĕ пленка сарнă чашăк çине пушатмалла, сивĕтмелле.