Хатĕрлемелли вăхăт: 2 сехет.
Калорилĕх: порцинче 28 ккал.
6 порцине кирлĕ: 1 кг хăяр, ыхран 3 шăлĕ, 1 апат кашăкĕ шултра тăвар, пĕр тăплăм укроп.
Çимĕçе çăватпăр, вĕçĕсене касса пăрахатпăр, тăватă пая тăрăхла касатпăр (ваккисене çурмалла касма пулать). Хулăн полиэтилен пакета (икĕ хутлă пулсан лайăхрах, пĕр-пĕрин ăшне чиксе) хуратпăр, тăвар, вĕтетнĕ ыхра тата укроп хушатпăр. Çыхатпăр та, çимĕçсем сĕткен кăларма, тăвар ирĕлме, темиçе минут силлетпĕр.
Икĕ сехетлĕхе пÿлĕмри температурăра хăваратпăр, вăхăт-вăхăт силлесе пăтрататпăр. Çак вăхăтра хăяр çителĕклĕ чухлĕ тăварланать, ăна тутанса пăхма пулать.