Квас пуриншĕн те усăллă, уйрăмах юн пусăмĕ ÿснипе аптăракан çынсемшĕн.
Кăшман квасĕ – организма шлаксенчен тасатать. Пÿрене - чулсенчен, пыршăлăха - çĕрекен япаласем йÿçнинчен, юн тымарĕсене - питĕрĕнсе ларнинчен, пĕвере - мĕнпур кирлĕ марринчен.
Кăшмана шултра теркăпа хырса кантăк банкăна ярăр, шыв тултарăр.
Ыраш çăкăрĕ, тăвар, сахăр песукĕ, кăмăл пулсан, ыхра шăлĕ вĕтетсе хушăр.
Савăта марлĕпе çыхса ăшă çĕре 3-5 куна лартăр, унтан сăрăхтарса кĕленчесене тултарăр.
Çак квасран окрошка та тума пулать.
1 килограмм кăшман пуçне 2 литр шыв, 20 грамм сахăр песукĕ, хура çăкăр татăкĕ, тăвар - хăвăр виçепе, пĕр шăл ыхра кирлĕ.