Симĕс крыжовника çуса тасатмалла та çырлана кастрюле ямалла. Кăшт эрех сапмалла, унтан темиçе хут силлемелле те 5-6 сехетлĕхе сивĕ çĕре лартмалла. Хатĕр сиропа ярса вĕретмелле.
1 килограмм крыжовник пуçне 1,5 килограмм сахăр, 0,75 стакан шыв кирлĕ.
Абрикоса çумалла та темиçе çĕртен шăтармалла. Сироп вĕретмелле, унта çырла ярса пĕр талăк лартмалла. Иккĕмĕш кун сиропа сăрăхтарса илмелле те каллех вĕретмелле, пĕр талăк лартмалла. Виççĕмĕш кунхине çак сиропах абрикос ярса тепĕр хут вĕретмелле.
1 килограмм абрикос пуçне 1,5 килограмм сахăр, 2 стакан шыв кирлĕ.
Çырлана тасатмалла, сивĕ шывра çумалла. Çырлан вăррине кăлармалла, кастрюле сахăр, шыв ярса вĕретмелле. Çырлана хатĕр сиропа ямалла та çулăм çине лартмалла.
1 килограмм чие çырли пуçне 1,5 килограмм сахăр, 0,75 стакан шыв кирлĕ.
6 килограмм слива, 4 килограмм сахăр, 400 миллилитр шыв кирлĕ.
Сливăна çуса çурмалла пайламалла, вăрринчен тасатмалла. Сахăрпа хутăштармалла, шыв ярса вĕреме кĕртмелле. 1 сехет те 25 минут пĕçермелле.