Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
19 Августӑн 2019, 12:09

ХĂЯР САЛАЧĔ

Хĕллене тутлă салат хатĕрлетпĕр.

5 килограмм хăяр, 1 килограмм сухан, 1 килограмм кишĕр, уксус, 1 стакан сахăр, 1 стакан шыв, 1 стакан тип çу, 3 апат кашăкĕ тăвар кирлĕ.


Шыва сахăр, тăвар, уксус, тип çу ярса вĕретмелле. Вĕтетнĕ хăяр, çурма çавракан каснă сухан, улăм пĕрчи евĕр туранă кишĕр хушмалла, çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 15 минут вĕретмелле. Стерилизациленĕ кĕленче савăта тултармалла, тимĕр хупăпа хупмалла.

Читайте нас: