Опытлă кил хуçи арăмĕсем палăрмалла сивĕтнĕ хыççăн малалли икĕ эрне хушшинче купăста касмалли тата
тăварламалли çинчен пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра килте хатĕрленĕ çавăн пек апат-çимĕç калăпăшĕсем палăрмалла кемрĕç. Кăлăхах! Тăварланă купăстара сиплĕхлĕ тата тутлăхлă япаласем пурте тенĕ пек сыхланса юлаççĕ.
3 кг купăста, 2 кг сухан, 2 кг кишĕр, 2 кг помидор, 2 апат кашăкĕ тăвар, 0,5 литр тип çу, 1 апат
Купăстана тасатмалла, турамалла. Сухана çурма çаврашкасем туса вакламалла, помидора - пайсене. Кишĕре
шултра теркăпа хырмалла. Пахчаçимĕçе кастрюле ямалла, çупа, тăварпа тата сахăрпа пăтратмалла. Питĕ пĕчĕк çулăм çинче икĕ сехет тăршшĕне пăшăхласа пĕçермелле. Пиçсе çитес умĕн 1 апат кашăкĕ уксус, лавр çулçи тата темиçе пĕрчĕ хура пăрăç хушмалла. Купăста солянкине вĕрилле банкăсене тултармалла, тимĕр хупăлчапа хупмалла. Питĕ тутлă закуска пулать!
Питĕ хăвăрт ĕлкĕрекен маринадланă купăста
Çунă 3 литрлă банка тĕпне 3-4 шт. гвоздика, 2 лавр çулçи, ыхран 5-6 шăлĕ, 5-6 пĕрчĕ хура пăрăç
хумалла. Банкăна купăста татăкĕсем тултармалла (илемлĕ курăнма вĕсем хушшине пĕçермен хĕрлĕ кăшман
татăкĕсем хумалла), вĕресе тăракан маринад ямалла, хупăпа витмелле, пĕр талăк тытмалла. Купăста хатĕр!
Маринад: 1,5 л шыва 4 апат кашăкĕ сахăр, 4 апат кашăкĕ тăвар ярса вĕретмелле, çулăма сÿнтермелле, 3 апат кашăкĕ уксус эссенцийĕ хушмалла.