500 г пиçнĕ пылак кавăн, 1 лимон, 30-40 г хăмăр сахăр, 2 чей кашăкĕ авăртнă корица.
Кавăн ăшне тăваткалласа турамалла (0,7 см). Туранă кавăна лимон сĕткенĕпе пĕрĕхмелле, авăртнă корицă тата сахăр сапмалла. 180-190 градус таран хĕртнĕ духовкăра çур сехете яхăн пĕçермелле.