Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
9 Сентябрӗн 2019, 18:37

«ТУСЛĂХ» ЛЕЧО

3 кг кабачок, 6 пылак пăрăç, 100 г ыхра, 1 йӳçӗ пăрăç, 1 л томат сокӗ, 1 стакан сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар, 1 стакан 6 процентлă уксус кирлӗ.

Вăррисенчен тасатнă йӳçӗ тата пылак пăрăçа, шуратнă ыхра шăлӗсене мясорубка витӗр кăлармалла та томат сокӗпе хутăштармалла. Тăвар тата сахăр песокӗ хушса 10 минут вӗретмелле. Унтан хуппинчен, вăррисенчен тасатса пӗчӗк тăваткалсем туса туранă кабачок хушса вӗреме кӗнӗ хыççăн тата 20 минут пӗçермелле. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.
Читайте нас: