Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
10 Сентябрӗн 2019, 18:43

КИЛТИ ФАНТА

3 литрлă банка валли: 0,5 литрлă банка вăрринчен тасатнă абрикос, 2-3 çаврашка апельсин, 1 çаврашка лимон, 1,5 стакан сахăр песокӗ, шыв кирлӗ.

Абрикоса икӗ пая касса вăррине кăлармалла. Апельсина хулăн çаврашкасем çине турамалла, лимона хулăнах мар çаврашкан касмалла. 3 литрлă банка ăшне тултармалла. Шыв çине сахăр песокӗ хушса сироп вӗреме кӗртмелле те тӳрех банкăна ямалла, металл хупкăçпа хупламалла, пуçхӗрлӗ çавăрса лартса хулăн япалапа чӗркемелле. Сивӗнсе çитсен путвалта е нӳхрепре упрамалла.
Читайте нас: