Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
17 Сентябрӗн 2019, 13:58

Тĕслĕ купăста маринадлатпăр

1 килограмм тĕслĕ купăста, 4-шар хĕрлĕ тата симĕс пылак пăрăç, 50 грамм петрушка, 2 чей кашăкĕ 70 процентлă уксус, 3 апат кашăкĕ тăвар,0,5 литр шыв кирлĕ.

Купăста „чечекĕсене” пĕр-пĕринчен уйăрмалла.


Пăрăçа вăрринчен тасатса çÿхен, çавракан касмалла.


Петрушкăна вĕтетмелле.


Кĕленче савăта сийĕн-сийĕн купăста, хĕрлĕ пăрăç, петрушка, симĕс пăрăç, купăста... хумалла.


Тăвар, тин вĕренĕ шыв ямалла.


Савăта вĕри шыв тултарнă кастрюле лартмалла, çиелтен хупласа 20-25 минут стерилизацилемелле.


Уксус, тин вĕренĕ шыв хушмалла. Тимĕр хупăпа хупмалла. Кутăн май çавăрса лартса япалапа чĕркемелле.
Читайте нас: