Хуплу ăшне хатĕрлеме какайран тытăнмалла. Тураса вĕтетнĕ хыççăн ăна пĕр-пĕр тирĕке тултарăр. Шăл сухан шуратса турăр, çунă вир кĕрпи, кăштах вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар ярăр.
Çĕрулми шуратма чи юлашкинчен тытăнмалла. Туранă хыççăн нумай выртнă çĕрулми хĕрелме пултарать. Какайне, суханне, вир кĕрпине пĕтĕмпех пăтратса лайăх хутăштарăр. Какайра çу сахал чухне услам çу ирĕлтерсе яма та пулать. Чусти хăпарса çитсен, хĕртнĕ çатма çине хуплу çупса хурасси çеç юлать.
Хуплу питне тĕрлĕрен эрешлесе илемлетме май пур: чустаран Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çырма е чăрăш лăсси евĕрлĕ ÿкерчĕк тума т. ыт. те.
Пичĕ çемçе пултăр тесен, çу сĕрнĕ хыççăн таса пирпе витсе хурсан аван.